| 8423 | Сарамакпа чирленӗ ҫынна пӗтӗм япала саррӑн курӑнать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8424 | Селӗп калаҫаканран ан кул — калаҫайми пулса ларӑн. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8425 | Суккӑр анчах пӗр вырӑнта саккӑр такӑнать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8426 | Суккӑр йӗп тупать теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8427 | Суккӑр кӑнтӑрла ҫурта ҫутнӑ, ҫапах ҫӗтсе кайнӑ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8428 | Суккӑр ҫын сукмакӗ такӑр мар. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8429 | Суккӑр ҫын уксахран кулмасть, уксах — суккӑртан. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8430 | Суккӑр ҫыннӑн хӑлхи витӗр. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8431 | Суккӑр ҫынран ҫул ыйтмаҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8432 | Суккӑр тытсан хытӑ тытать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8433 | Суккӑр этем кун ҫутинче ҫӑлтӑр курнӑ тет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8434 | Суккӑр этем ҫутӑ курнӑ, суя этем Турӑ курнӑ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8435 | Суккӑра сӗт те шыв. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8436 | Суккӑра сут ҫук. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8437 | Суккӑра ҫутӑ та тӗттӗм. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8438 | Суккӑрпа уксаха улталама хӗн тенӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8439 | Суккӑрри куҫлине ҫавӑтса ҫӳремест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8440 | Суккӑршӑн тӗс ҫук. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8441 | Суккӑршӑн уйӑх та, хӗвел те пӗр. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8443 | Сунаспа анас мӑшӑрлӑ ҫӳреҫҫӗ тенӗ: сунасӗ аплах мар, анасӗ — пӗр ҫын анасласан тата тепӗр ҫын та пӗрле ларнӑ-тӑнӑ ҫӗрте анасласа ярать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8442 | Сунаспа анас мӑшӑрлӑ ҫӳреҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8444 | Суран кӗҫӗтсен ӳт илет теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8445 | Сурана лӑпкӑ кирлӗ, хӗре каччӑ кирлӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8446 | Суранлӑ чӗрен ҫӗвви юлать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8447 | Сусӑр ҫынна сусӑрри кӑна ӑнланать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8448 | Сусӑра сусӑр ҫӗклет теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8449 | Сывӑ пулас тесессӗн сахал ҫи те сахал ӗҫ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8450 | Сывӑ ҫын — ирӗклӗ ҫын. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8451 | Сывӑ ҫын — ҫунатлӑ ҫын. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8452 | Сывӑ ҫын уксах ҫын нушине ӑнланмасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8453 | Сывӑ ҫын чухӑн пулмасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8454 | Сывӑ ҫынна пур апат та тутлӑ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8455 | Сывӑ ҫынна тухтӑр кирлӗ мар. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8456 | Сывӑ ҫынна чир ҫулӑхмасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8457 | Сывӑ ҫынна юмӑҫ карчӑк кураймасть тет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8458 | Сывӑ ҫыншӑн кашни кун уяв. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8459 | Сывӑ ҫыншӑн юмӑҫ ют. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8460 | Сывва сывсӑр туртать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8461 | Сыввине мар, чирлине эмел памалла. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8474 | Сывлӑх — пуянлӑх. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8462 | Сывлӑх апатран килет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8463 | Сывлӑх ахах пекех, час ҫухалма пултарать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8464 | Сывлӑх пӗрре, мул нумай. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8465 | Сывлӑх пӗтсен укҫа парса илеймӗн. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8466 | Сывлӑх пулмасан мулпа мӗн тӑвас? | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8467 | Сывлӑх пулмасан пурлӑх та кирлӗ мар теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8468 | Сывлӑх пулсан мул та, укҫа та пулать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8469 | Сывлӑх пулсан нимӗнле инкек те хӑрушӑ мар. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8470 | Сывлӑх пулсан пуринчен пуян. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
| 8471 | Сывлӑх пулсан пурте пулать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |